Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе район центрӗсен территорийӗсенче вырнаҫнӑ ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Шупашкар районне илсе кӑтартнӑ. «Район администрацийӗ Кӳкеҫре вырнаҫнӑ, унтах Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ пур — хӑйӗн пуҫлӑхӗпе тата аппарачӗпе. Анчах унта пурӑнакансем район администрацине кайма хӑнӑхнӑ — вӗсен шухӑшӗпе унта пысӑкрах пуҫлӑхсем лараҫҫӗ тата ыйтӑва хӑвӑртрах татса параҫҫӗ. Манӑн политика ҫырӑвӗ чи малтанах ҫавӑн йышши ял тӑрӑхӗсене пӗтермелле текен шухӑша палӑртнӑччӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Михаил Васильевич.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура республика Пуҫлӑхӗ муниципалитетсене пӗрлештерес шухӑша палӑртнӑччӗ. Хальхинче ҫак ыйтӑва эрнекун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ирттернӗ пресс-конференцире хускатнӑ.
Муниципалитетсене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явассипе тата тишкерессипе ӗҫ ушкӑнӗ те ӗҫлет-мӗн.
Ҫапах та пӗрлештерессине ҫынсен референдумра татса пама тивӗ. Ҫӗмӗрле хулипе районне пӗрлештерес ыйтӑва проект е сӑнавлӑ меслет евӗр 2014-мӗш ҫулта кун йӗркине кӗртме пултарӗҫ.
Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. Елчӗк районӗнче 83,8 процента ҫитнӗ; Шӑмӑршӑра — 63,2%; Вӑрнарта — 55,6%, Патӑрьелте — 55,3%; Комсомольскинче — 54,3%; Канашра — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн.
Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту Ҫӗмӗрле районӗнче калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар.
Кӗркунне пысӑк экран ҫине «Юхха» фильм кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче унӑн хаклавӗ иртнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хавал» уйлӑхне пуҫтарӑннисем те ӑна курма ӗлкӗрнӗ.
Фильма Владимир Карсаков режиссёр ӳкернӗ. «Иоаким Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн ку яхӑнччен чӑвашсен пӗр фильмӗ те ҫав шая ҫӗкленмен, — тесе хыпарлать ку пулӑм пирки Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ.
Фильмӑн тӗп шухӑшне уҫса пама васкар мар. Ӑна чӑн пурнӑҫран илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Эпизодсене Шупашкар, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӳкернӗ.
«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхне Раҫҫей шайӗнчи тӗпчевҫӗсем килсе ҫитнӗ. Мӗн шыраса тетӗр-и? Шыраҫҫӗ ҫав. Анчах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ мула мар. Халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан туприне палӑртасшӑн — хальхи вӑхӑтри калаҫӑва тата диалектсене.
Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн ӗҫченӗсен ӗҫне асӑннӑ заведенин Уралпа Алтай пайӗн профессорӗ Олег Мудраков ертсе пырать. Вӗсем Раҫҫей тюркологӗсен канашӗн «Тӗрӗк халӑхӗсен диалектологийӗ» программине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Халӗ пухакан материалсем диалектсем арканичченхи тапхӑрччен, тепӗр майлӑ каласан, 14-мӗш ӗмӗрччен, чӑваш чӗлхи епле янӑранине палӑртма май памалла иккен.
Кӳршӗ-аршӑ вӗлле хурчӗ тытнине пула ҫулла пахчана кӑна мар, кил хушшине те тухаймастпӑр тесе каланине тӑтӑшах илтме тивет. Чӑн та, пӗрисем (хурт тытакансем) пылне ҫиеҫҫӗ, теприсем (вӗсен кӳршисем) вӗлле хурчӗ сырӑннипе нушаланаҫҫӗ. Кун пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗнче те сахал мар-мӗн.
Кашни япалан йӗрки пулмалла. Ҫав шутра — пыл хурчӗ тытассин те. Вӗллесене кӳршӗсен чиккинчен вунӑ метртан кая мар инҫӗшре лартса тухмалла тесе ӑнлантарать Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗ. Урӑхла май ҫук тӑк вӗллесене икӗ метртан кая мар ҫӳллӗшӗнче вырнаҫтармалла е кӳршӗ-аршӑн ҫӗрӗнчен икӗ метртан кая мар ҫӳллӗш карта е ҫавӑн пек ҫӳллӗ хуралтӑ уйӑрмалла. Пыл хучӗ тытассин правилисене пӑхӑнмасан хуҫисене саккунпа килӗшӳллӗн яваплӑх кӗтет.
Патшалӑх тата умниципалитет пулӑшӑвне илес тесен вырӑнти вулавӑшсене ҫул тытмалла. Кун пирки Пӑрачкав район администрацийӗ хыпарлать.
Ҫак енӗпе халӑха «пӗр чӳрече» текен меслетпе пулӑшу кӳрессине унччен Мишуково, Никулино, Сиява, Сыреҫ вулавӑшӗсенче йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вара Анастасово, Кудеиха, Напольное ялӗсенчи вулавӑшсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗсене ӗҫе хӑнӑхтарма ака уйӑхӗнче ятарлӑ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче вара районти тӗп вулавӑшра ҫакӑн пеккине тепре йӗркеленӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенчи нумай функциллӗ центрсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсене ӗҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.
Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма пулӑшас тесе конкурс йӗркеленӗ.
Патшалӑх укҫине илме ӗмӗтленекенсем 23 ҫын тупӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрин бизнес-проекчӗ конкурс ыйтнине тивӗҫтерменнине кура ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Асӑннӑ ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗн вӑтам виҫи 4 миллион тенкӗпе танлашать. Укҫана Патӑрьел районӗнчи И.Ш. Куликов, Комсомольски районӗнчи Ф.Г. Хайртдинов, Вӑрнар районӗнчи В.Г. Яковлев, Елчӗк районӗнчи Н.П. Бикулов, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи В.Г. Ермолаев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Е.В. Карасев, Шӑмӑршӑ районӗнчи А.К. Хлюкин фермерсене пама йышӑннӑ. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укҫапа 50-100 пуҫлӑх сӗт-ҫу фермисем хӑпартасшӑн. Карасев вара выльӑх-чӗрлӗх валли хуралтӑсем ҫӗклесшӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника тата ашлӑх ӑратлӑ ӗне-выльӑх туянасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |